Паян,
чӳк уйăхěн 16-мĕшĕнче, чăваш халăхĕн мухтавлă поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа
123 çул çитрĕ. Çавна май Елчěк районěнчи Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан
вăтам шкулта паллă çыравçа халалланă мероприятисем иртрěç. Ăна чăваш чĕлхипе
литературине вĕрентекенсем, класс ертӳçисем тата воспитательсем йěркелерěç.
Çĕçпěл
Мишши сăввисенче вăл пурнăçа юратни, ĕç çыннисем
йывăр кĕрешӳре çĕнтерессине ĕненни, этемлĕхĕн
малашлăхĕ телейлĕ пулассине çирĕп шанса
тăни палăрса тăрать. "Çеçпĕл Мишши - çěнě пурнăç юрăçи"
презентацие пăхнă май вěренекенсем унăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе
тарăнрах паллашрĕç, вилӗмсӗр поэт пулнӑ вырӑнсем тӑрӑх утса тухрӗç.
8-мěш
класра вĕренекенсем вара унăн «Çěн кун аки», «Катаран каç
килсен», «Тинĕсе», «Инçе çинçе уйра уяр…» сăввисене вуласа тишкерчěç.
Кăвар чĕреллĕ поэт сăнарĕ пурнăçа
вĕçĕмсĕр юратма, телейлĕ пуласлăха ĕненме,
ĕмĕтленме, хастар та хăюллă пулма суннине
палăртрěç. Шкул ачисем Çеçпĕл Мишши пĕр хăйĕн чапĕшĕн çеç хыпса çунакан поэт
пулманнине ӑнланчӗҫ, тӑван чӗлхене манӑҫа кӑлармалла маррине ҫирӗплетрӗç.
Паянхи кун пуриншĕн те усăллă пулчĕ.