Чӳк
уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗрри кунне паллӑ
тӑваҫҫӗ. Ҫак уява халалласа Елчěк
районěнчи Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта викторина,
класс сехечĕсем, куравсем, экскурсисем, уроксем, ăсталăх класĕсем иртрěç. Çавăн
пекех выставка йěркелекенсем хӑйсем хатӗрленӗ ӗçӗсемпе
паллаштарчěç. Уяв кунне халалланă нумай акцие хутшăнма та кăмăл турĕç ачасем.
Вӗрентекенсем вěсене чӑваш тӗррин
илемлӗхӗпе, асамлӑхӗпе паллаштарчěç,
ӗç мелӗсене алла илме хӑнӑхтарчěç. Тӗрӗре чăвашăн чунӗ тесе ахальтен
каламаççӗ-тӗр çав. Чӑваш тӗррипе
капӑрлатнӑ сӑмса тутри-и вӑл е кӗпе-и – кашни хатӗрте хӑйӗн асамлӑхӗпе
вӑрттӑнлӑхӗ пур.
Мероприятисене
хутшăнакансем чӑваш тӗрри
ытти халӑх тӗррисенчен кӑткӑсрах иккенне, вӑл тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне уҫса
панине, халӑхӑн иртнӗ кун-ҫулне
сӑнланине палăртрěç.
Ачасем тӗрӗсен илемӗпе киленчӗҫ, хӑйсен те тӗрлеме вӗренес кӑмӑл пуррине пӗлтерчӗҫ.