Елчӗкри тӗп вулавӑшра В.П.Галошевӑн «Кошки-Куликеево. Люди и судьбы» кӗнеке хаклавӗ иртрӗ. Владимир Галошев Елчěк районěнчи Кушкӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, хальхи вăхăтра Шупашкарта пурӑнакан паллӑ журналист, художник, режиссер.
Тěл
пулăва Курнавăшри пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чěлхипе
литературине вěрентекенсем - В.Н.Воронова тата Н.М.Кузнецова та хутшăнчěç. Чи малтан кӗнеке авторӗ – Владимир Галошев (Куликеевский)
тухса калаçрě. Вăл кěнекере сăнланнă
Кушкă ялěнчен тухнă çынсемпе тата вěсен шăпипе тěплěн паллаштарчě. Районти
тавра пӗлӳҫӗсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, чӑваш чӗлхипе литература учителӗсем,
вулакансем хăйсен шухăшěсене палăртрěç, кěнекене хак пачěç.
Юлашкинчен
Владимир Галошев пухӑннисене тав сăмахě каларě, кӗнеке мӗнле кун ҫути курни,
кӑсӑклӑ самантсене, тӗпчев ӗҫӗсенче яланах тавра пӗлӳҫӗ Илья Трофимов пулӑшу
аллине панине каласа хӑварчӗ.
Тěл
пулу пуриншěн те усăллă иртрě.