"Аваллăхсăр малашлăх çук" фестивале хутшăнма васкăр

"Аваллăхсăр малашлăх çук" фестивале хутшăнма васкăр

2023 çулхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе Хĕрлĕ Чутай шкулĕ Тăван чĕлхе куне тата Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика фестивальне ирттереççĕ.

Фестиваль тĕллевĕпе задачисем:

  • чăваш халăхĕн авалтан пыракан йăла-йĕркипе, сăвă-юрăллă, вăйă-ташăллă уявĕсемпе паллаштарасси;
  • ачасене тăван халăх йăли-йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси;
  • шкул ачисен тăван халăх чĕлхипе литературине, историпекультурине вĕренес кăмăлне çĕклесси;
  • вĕрентекенсен паха опытне тупса палăртасси, унпа ыттисене паллаштарасси.

Фестивальте Чăваш Республикин шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсен тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп/ вăтам шкул ушкăнĕсем ăмăртаççĕ.

Фестиваль ăмăртăвĕсем

  • «Атьăр вăййа тухар-и?» (шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем чăваш ача-пăча вăййисене кăтартса пани);
  • «Халăх хитре – йăлипе» (вăтам классенче вĕренекенсен фольклор ушкăнĕ чăваш халăхĕн хăй тăрăхĕнчи пĕр йăли-йĕркине кăтартса пани);
  • «Халăх юрри – чунăм уççи» (вăтам е аслă классенче вĕренекенсем чăваш халăх юррине юрлани);
  • «Ай, ташлар-и ташшине…» (шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче тата 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем чăваш ташшине ташлани);
  • «Çĕнĕ варкăш» (2-11-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсем çырнă сăвăсене пăхмасăр пултаруллă каласа пани);
  • «Халăх йăли – пурнăç йĕрки» (вĕрентекенсем чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса ирттернĕ уроксемпе урок тулашĕнчи ĕçсене ирттерни);
  • «Ачалăхри асамат кĕперĕ» (5-11-мĕш классенче вĕренекенсен ÿкерчĕкĕсен куравĕ);
  • «Пирĕн çемьен юратнă чăваш апачĕ» (проекта 1-11-мĕш классенче вĕренекен çемьепе хутшăнса хÿтĕлени).

Фестиваль 2023 çулхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче иртет, 9:00 сехетре пуçланать.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем:

8-987-120-33-45 – Архипова Вероника Николаевна, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн директор ĕçĕсене тăваканĕ,

8-917-674-02-68 – Орлова Светлана Николаевна, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн директор çумĕ,

8-927-859-93-78 – Мидакова Наталья Васильевна, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн директор çумĕ,

8-965-686-52-08 – Васильева Марина Николаевна, Хĕрлĕ Чутай районĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен меслетлĕх пĕрлешĕвĕн ертÿçи,

8-967-794-66-46 – Егорова Анна Семёновна, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçин ĕçĕсене тăваканĕ.

«Аваллăхсăр малашлăх çук» республика фестивальне хутшăнассине пĕлтерни

Положени

Источник:  ЧРИО