Аваллăхсăр малашлăх çук

Аваллăхсăр малашлăх çук



Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта кĕçĕн класра  вĕренекенсем тăван тавралăх халăх музейĕнче  пулчĕç. Вуннăмĕш класри волонтерсем вĕсене музейри залсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç. Мăн асатте - асаннесен вăхăтĕнче хуçалăхра, кил-çуртра  усă куракан япаласене алăпа тытса пăхни вара ачасемшĕн  темрен паха. Авалхи çи-пуç, ĕç хатĕрĕсем, тĕрлĕ документсем те алă айĕнчех. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă тата юнлă хиртен таврăнайман ентешсен ячĕсене тирпейлĕн, пысăк сас паллисемпе çырса хуни те тӳрех куç умне тухать. Кунтах  вăрçă хирěнчен янă виç кěтеслě  çырусем, сăн ӳкерчĕксемпе альбомсем те упранаççĕ. Ачасем мамонтăн асав шăлне те, çурăм шăммин пайĕсене те асăрхамасăр иртмерĕç. Тăван ялăн хисеплĕ çыннисем, паллă та сумлă вĕрентекенĕсем çинчен йĕркеленĕ стенда та савăнса пăхрĕç. 

Кĕçĕннисем хамăр тăрăх çинчен чылай çĕннине пěлчěç, аваллăхсăр малашлăх çуккине тепěр хут  аса илчěç.

Экскурсипе пурте  питĕ кăмăллă юлчĕç.