Тăван чĕлхе эрни пуçланчĕ

Тăван чĕлхе эрни пуçланчĕ



Нарăс  уйăхĕн 20-мĕшĕнче Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам  шкулта тăван чĕлхе эрни пуçланчĕ. Ăна Раççейри Вěрентекен  тата наставник, Чăваш енре Телейлě ачалăх çулталăкне, И.Я.Яковлев çуралнăранпа  175 çул çитнине халалланă.

Вăл «Телейлě ачалăх» кĕнекесен выставкипе уçăлчĕ. Курав хăйне евěр питě интереслě. Тěрлě енлě литература пурри ăна тата та пуянлатать. Ачасем хаваспах кашни кěнекене тытса пăхрěç, вуласа киленчěç.

 Çавăн пекех  вěренекенсем И.Я.Яковлевăн пурнăçěпе пултарулăхě çинчен калакан тĕрлĕрен кĕнекесемпе, журналсемпе паллашрěç, «Люди-легенды: Иван Яковлев» документлă фильма курса сӳтсе яврěç. 4,6,7-мěш классенче вěренекенсем вара «Эпě чăвашла калаçатăп» акцие те хастар хутшăнчěç.

Тăван чěлхе эрни пуриншěн те усăллă, тухăçлă иртессе шанас килет.

Ăнăçу сире, хаклă ачасем!