Ачасен тавçǎрулǎхěпе пултарулǎхне аталантарас тӗллевпе нарăс уйǎхěн 21-мěшěнче Курнавǎшри пěтěмěшле пěлÿ паракан вǎтам шкулта «Эпир маттур ачасем» ǎс-тǎн ǎмǎртǎвӗ иртрě. Унта çакǎн пек ыйтусем пулчӗç: чǎваш писателӗсен псевдонимӗсене пӗлесси, ваттисен сǎмахӗсене вӗçлесси, Елчěк районěнчи ялсене пěлесси, пӗр-пӗр хайлавǎн йӗркисене кам çырнине палǎртасси, сǎмах тупсǎмне тупасси, литература жанрӗсене пӗлесси тата ытти те. Тупǎшу çивӗч иртрӗ. «Улǎп», «Чечек», «Чăваш ачи», «Çеçпěл» ушкǎнри ачасем ыйтусене тӗрӗс те тӗплӗн хуравласа пычӗç, хǎйсен тавра курǎмне кǎтартрěç. Вǎйǎра Цветков Максим, Смирнов Артем, Цветкова Ксения, Афанасьев Андрей ыттисенчен пултаруллǎрах пулни палǎрчӗ.
Ăмǎрту вара «Чăваш ачи» ушкǎн çӗнтернипе вěçленчě.
«Тǎван чĕлхене лайǎх пĕлекен ытти чĕлхесене те юратса
вĕренет, хисеплет. Тǎван çĕр-шыва юратасси те тǎван чĕлхерен пуçланать», - тесе
çырнǎ хǎйĕн пĕр калавĕнче чǎвашсен паллǎ писателĕ Георгий Ефимов. Тǎван чĕлхене
пурин те лайǎх пĕлмелле. Тǎван чĕлхепе усǎ курса эпир хамǎр кǎмǎл-туйǎма
палǎртатпǎр, ǎс-хакǎла пуянлататпǎр, шухǎша пĕр-пĕрне пĕлтеретпĕр.
Ăмăртăва хутшăннă ачасене пурне те саламлатпăр!