Тǎван чěлхе - тǎван халǎхǎн нихǎçан иксěлми çǎл куçě

Тǎван чěлхе - тǎван халǎхǎн нихǎçан иксěлми çǎл куçě

           

          Тǎван чěлхе - тǎван халǎхǎн нихǎçан иксěлми çǎл куçě. Çак çǎл куçран эпир мěн ачаран  тумламǎн-тумламǎн пěлÿ илсе ÿсетпěр. Тǎван сасǎран, тǎван чěлхерен пирěн ǎс-хакǎл, чун-чěре вǎй-халě, кǎмǎл никěсě аталанма  пуçланине манас марччě. Чǎвашсене çутта кǎлараканě И.Я.Яковлев  çапла палǎртнǎ: «Анне чěлхи - халǎх ǎс-хакǎлěпе кǎмǎл-сипечěн аслǎран та аслǎ вǎйě, унǎн тěп тěрекě».

Ачасен пултарулǎхне, çырас ǎсталǎхне аталантарас, анлǎ пěлÿллě, пысǎк тавра курǎмлǎ пулма вěрентес тěллевпе нарǎс уйǎхěн 22-мěшěнче Елчěк муниципаллă округěн пěтěмěшле пěлÿ паракан Курнавǎш вăтам шкулěнче Воронова В.Н., Кузнецова Н.М. вěрентекенсем эссе конкурсě йěркелерěç. 5-9 классенче вěренекен ачасем  «Манăн пěрремěш вěрентекенěм», «Тавах сана, вěрентекен!» темǎсенчен пěрне суйласа илсе эссе çырчěç. Пултаруллисене жюри членěсем ěçсене пǎхса тухнǎ хыççǎн палǎртěç.

Çавăн пекех чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсем  5, 8 классенче уçă уроксем пачěç.

Паянхи кун ачасемшěн кăсăклă та тухăçлă иртрě.