Чăваш халăх культурипе литератури ÿсĕмĕн кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă Митта Ваçлейĕ (Василий Егорович Митта) çуралнăранпа пуш уйăхěн 5-мěшěнче 115 çул çитрě.
Митта Ваçлейĕ 1908 çулта Патăръел районĕнчи Аслă Арапуç (Первомайски) ялĕнче çуралнă. Унăн пултарулăхĕ нумай енлĕ. Поэтăн малтанхи сăввисем 1925 çулта «Сунтал» журналта пичетленме пуçланă. Каярахпа «Çуралнă çĕр-шывра», «Çамрăк тăвана», «Тупа», «Утă çинчи ир», «Çамрăк сăвăçсене», «Тăван çĕршыва», «Çурхи кăмăл» сăввисем кун çути курнă. Вĕсенче поэт çамрăксен çутă ĕмĕтне, çĕнĕ пурнăç тунă çĕрте вĕсем вăй-хала шеллемесĕр ĕçленине сăнласа кăтартнă.
Вăл поэзире кăна мар, прозăра та хастар ĕçленĕ. Унăн «Хисеплĕ вилĕм», «Лав хыççăн лав», «Кăçалхи калăм», «Мур», «Ватти», «Мамăк утравĕ», «Çамрăкки» тăван литературăн фондне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă.
Юратнă поэтăмăра сума суса Елчěк муниципаллă округěн пěтěмěшле пěлÿ паракан Курнавăш вăтам шкулěнче 5-9 классенче «Митта Ваçлейĕ – чăваш поэзийĕн чи çутă çăлтăрĕсенчен пĕри» ятлă калаçу иртрĕ. Шкул ачисем çыравçăн пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă кĕнеке куравĕпе паллашрĕç, презентаци пăхрěç, 7-мěшсем «Митта Ваçлейěн пултарулăхне эсир пĕлетĕр - и ?» викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç, пиллěкмěшсем вара унăн "Тăван чĕлхем!" сăввине вуларěç.
Уйрăмах вěренекенсене чăваш халăх поэчĕ А. Пушкин, Л. Толстой, М. Горький, Н. Островский, М. Джалиль тата ытти çыравçăсен хайлавĕсене чăвашла куçарни, Патăрьел районĕнче паянхи кун тухса тăракан «Авангард» хаçата та 1931 çулта Митта Ваçлейĕ тăрăшнипе никĕслени çинчен пěлни кăсăклă пулчě.
Митта Ваçлейěн ырă ячĕ, вăл çырса хăварнă хайлавěсем нихăçан та пирĕн асран каймĕç.