Чăваш
Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе 2023 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен
пуçласа пуш уйăхĕн 10-мĕшĕччен Петĕр Хусанкай поэт çуралнăранпа 115 çул çитнине
халалласа вĕренекенсен пултарулăхĕн «Хусанкай вулавĕсем – 2023» фестивалĕ
иртрĕ.
Фестивале
Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен пĕтĕмпе 439 ача хутшăнчĕ. Вĕсем хăйсен
пултарулăхне Петĕр Хусанкайăн сăввисене чăвашла, тутарла, вырăсла вуласа
кăтартрĕç.
Çакна
палăртмалла, ачасен сăвă ритмĕпе рифмине тытса пырас хăнăху çирĕп вăй илсе
пырать. Чи килĕшекенни вăл – фестивале хутшăнакан сăвă темине, П. Хусанкай
шухăш-кăмăлне ăнланни, ăшри ырлăха сăмах витĕмĕпе кăтартма ăсталăх çитерни.
Фестивале
хутшăннисем Петĕр Хусанкай çырнă хайлавсене илемлĕ вуларĕç. Курнавăшри вăтам
шкулта 7 класра вěренекен Васильева
Анастасия призерсен йышне кěме пултарчě.
Настьăна тата унăн
ертÿçисене саламлатпăр!