И.Я.Яковлевăн Халалě – ӳсекен ăрăва панă пехил

И.Я.Яковлевăн Халалě – ӳсекен ăрăва панă пехил

Кăçалхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăхне çутта кăлараканě, чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И. Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Çавна май Елчěк муниципаллă округěн пěтěмěшле пěлӳ паракан Курнавăш вăтам шкулěнчи ачасем  Вěрентекенěмěрěн  Халалěпе  паллашрěç.

Çынсен пурин те сăпайлă пулмаллине тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмаллине  эпир Яковлевăн чăваш халăхне панă халалĕнче куратпăр. Хăйĕн чунри пысăк шухăшĕсене вăл 1921 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чĕмпĕртен Мускава куçса каяс умĕн алă пусса çирĕплетнĕ.

И. Я. Яковлев халалĕ – ÿсекен ăрăва каланă пехил. Пехил вăл – чăваш çынни хăй вилес умĕн пурлăхне, еткерлĕхне тăванĕсене халалласа хăварни, ытлă-çитлĕ пурăнма, тĕрĕс-тĕкел ĕмĕтленме, сывлăхлă пулма пиллени. Анчах та И. Я. Яковлев хăйĕн ывăл-хĕрне мар, пĕтĕм чăваш халăхне халал парать.

Халал çичĕ сыпăкран тăрать. Халалăн пуçламăшĕнче Иван Яковлевич чăвашсене хăй тусĕсем-тăванĕсем вырăнне хунине палăртса калать. Çавăн пек халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетме, упрама чĕнет, чăвашсен пурнăçĕнче ĕç тĕп вырăнта тăнине те асăнать. Халал вĕçĕнче: «Ирĕклĕ е ирĕксĕр эпĕ кама та пулин кÿрентерсе, вăл ман çине çилĕ хывса çÿренĕ пулсан пурсăра та тархаслатăп: çиллĕре манăр, каçарăр мана, маншăн кĕл тăвăр», - тет.

Вěренекенсем  çыннăн хăйне ырă тунă çынна тав тума  пĕлмеллине те, усал тунă çынна каçарма вăй-хал çитермеллине те ăша хыврěç.