«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» ҫырмалли текстсен конкурсĕ иртет

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» ҫырмалли текстсен конкурсĕ иртет

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2023 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине, Раҫҫей Федерацийӗн педагогпа ӑс паруҫӑ ҫулталӑкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланӑ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» вӗренӱ акцийӗнче ҫырмалли диктант тексчӗн конкурсне ирттерет.

Конкурсӑн тĕп тĕллевĕ – И.Я. Яковлев сӑнарне уҫса панӑ илемлӗ литература текстне тупасси, ҫырма хатӗр диктант текстне хатӗрлесси.

Конкурс кĕретсӗр иртет.

Конкурса хутшăнакансен https://forms.yandex.ru/admin/64058b8a068ff069d6cabccb/edit каçăпа ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И.Я. Яковлева халалланӑ текст ярса памалла. Текстра 200 сăмахран ытла  пулмалла мар.

Конкурса хутшăннисен ӗҫӗсене 5 баллӑ системӑпа хаклаҫҫӗ, сертификат параççĕ, çĕнтерÿçине вара «Халăх шкулĕ» журнала çур çуллăх тÿлевсĕр çырăнтараççĕ.

Конкурсӑн ҫӗнтерӳҫипе призёрсен списокне Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн сайтне https://chrio.rchuv.ru/ лартаҫҫӗ.

Конкурса йĕркелекенсемпе çыхăнмалли информаци: тел/факс – 8 (8352) 58-38-44; 89656855587.

Пурне те конкурса хутшăнма йыхравлатпăр! 

Малтанхи çулсенче ҫырнӑ диктант тексчĕсене аса илтеретпĕр:

2013 çулта Ҫеҫпӗл Мишши, Нестер Янкас, Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер хатĕрленĕ;

2014 çулта ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ Марина Карягина тележурналист çырнă;

2015 çулта чăвашсен паллă прозаикĕ Леонид Маяксем çырни тăрăх („Асран кайми кун“) хатĕрленĕ;

2016 çулта – чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çырнă «Çăкăр хакĕ» повесть сыпăкĕ тăрăх хатĕрленĕ ĕçе суйласа илнĕ;

2017 çулта тĕнчипе паллă педагог, вĕрентекен, шухăшлавçă Геннадий Никандрович Волков академик çырнă «Ăслă ача» хайлава тĕпе хурса йĕркеленĕ;

2018 çулта чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çырнисенчен хатĕрленĕ текст пулчĕ;

2019 çулта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн корреспонденчĕ, Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чӑваш Республикин профессионал çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чӑваш Республикин çамрăксен премийĕн лауреачĕ Владислав Николаев çыравçă, журналист, куçаруçă Тани Юн пултарулăхне халалласа çырнă текста суйласа илнĕ;

2020 çулта паллă чăваш çыравçи, прозăçи, сăвăçĕ, куçаруçи, 1964 çултанпа СССР писателĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ пулнă Юрий Скворцов хайланă «Уках хурăнĕ» повесть тăрăх йĕркеленĕ текст пулчĕ.

2021 çулта диктант çырмалли текста чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши çырнă «Ылтăн кĕнеке» хайлава тĕпе хурса йĕркеленĕ.

2022 ҫулта Константин Петров çыравçă, журналист, ăсчах, педагог ҫырнисем тӑрӑх йӗркеленӗ «Уçлăхра – икĕ космонавт» текст пулнӑ.