Елен Нарпи çыравçăпа тěл пулу иртрě

Елен Нарпи çыравçăпа тěл пулу иртрě

           

           Пуш уйăхěн 17-мěшěнче Курнавăш шкулěнче çамрăк прозаикпа – Елен Нарпипе тěл пулу иртрě.

Елен Нарпи (Елена Петровна Перепелкина) 1969 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялĕнче учитель çемйинче çуралнă. Çуткӳлти сакăр çул вĕренмелли тата Курнавăшри вăтăм шкулсенче вĕреннĕ, Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчи чăваш уйрăмĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Вĕренсе тухсан ăна университетрах ĕçлеме хăварнă. Вăл  - филологи ăслăлăхěсен кандидачě, доцент, студентсене вĕрентет.

Малтанхи статйисемпе калавĕсене шкулта вĕреннĕ чухнех «Тантăш» хаçатпа «Хатěр пул» журналта пичетленĕ. Унăн калавĕсемпе повеçĕсем «Ялав», «Тăван Атăл», «Пике», «Çилçунат» журналсенче кун çути курнă, шкул вěренěвěн кěнекисене кěнě. Ачасемпе çамрăксем валли çыравçă «Çумламан йăран», «Салтак тӳмипе Тал пиçен», «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки», «Хěл лариччен», «Телей патне пин çухрăм» кěнекесем кăларнă.Унăн хайлавěсенче хускатнă темăсем: çынлăхпа туслăх, кăмăл-сипет, чыс, тивěç.

Елен Нарпи пултарулăхне вулакан лайăх пĕлет. Унăн прозăри ăсталăхĕ студент çулĕсенчех палăрма тытăннă. Малтанхи хайлавĕ – «Сетреслу ĕмĕрĕ» фэнтези - "Тăван Атăл" журналăн 1989 çулхи 1-мĕш номерĕнче пичетленнĕ. Çыравçăн «Тав сăмахĕ» калавĕ «Чăваш литературин антологийĕн» пĕрремĕш томне кĕме тивĕçлĕ пулнă. «Чечексем çеçке тăксан», «Хĕл лариччен» повеçĕсем тата ытти калавĕ вулакана хăйнеевĕрлĕ те селĕм чĕлхипе, чуна витерекен пач кĕтмен ĕç-пуçпа тыткăнлаççĕ.

Нарпин "Пăрлă шыври хĕвел пайăрки" кěнекен ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2013 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. 2009 çултанпа Раççей Федерацийěн Писательсен союзěн членě.

Елена Петровна шкул ачисене хăй çырнă хайлавсем çинчен тата малашнехи шухăш - тěллевсем çинчен тěплěн каласа пачě, кěнекесем парнелерě. Аслă классенче вěренекенсене вара  И.Н.Ульянов ячěллě Чăваш патшалăх университетěнчи  специальноçсемпе тěплěн паллаштарчě, çирěп пěлӳ илсе экзаменсене лайăх тытма ăнăçу сунчě.

Юлашкинчен çиччěмěш класра вěренекенсем  çыравçăн «Чӳрече куçě» хайлавě тăрăх хатěрленě инсценировка кăтартрěç.

Шкул директорě Анфиса  Ефимова  çыравçăна тав турě, малашне те ěçре çитěнӳсем тума, çěнěрен те çěнě хайлавсем калăплама ăнăçу сунчě.      

Тěл пулу пуриншěн те усăллă пулчě.

 

 

 

 

Фотогалерея