Çак
кунсенче Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви
йěркеленě Педагог тата наставник çулне халалланă "Упрар тăван
чĕлхемĕре" оратор ăсталăхĕн конкурсне пĕтĕмлетрĕç.
Конкурс
икĕ тапхăрпа иртрĕ: муниципалитет тапхăрĕ тата республика тапхăрĕ. Конкурсăн
пĕрремĕш тапхăрне Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче вырнаçнă вĕренӳ
организацийĕсен 5-6-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхи вĕренекен кашни ача хăй кăмăлĕпе
хутшăнма пултарчĕ.
Иккĕмĕш
тапхăра Курнавăш шкулěнчи 6-мěш класра вěренекен Фомина Эвелина та хутшăнчě.
Конкурсантсен "Тавах сана, вĕрентекенĕм", "Ачалăх – телейлĕ
тĕнче", "Тăван енĕм паттăр çынсемпе пуян" темăсемпе калаçнă
видеоматериал ярса памалла пулнă.
Жюри
видеоматериалсене пăхса тухса конкурсăн çĕнтерӳçисемпе призёрĕсене палăртрĕ.
Вěсем хушшинче Фомина Эвелина та пур. Вăл çěнтерӳçěсен йышне кěме пултарчě.
Эвелинăна
тата унăн ертӳçине Кузнецова Надежда Михайловнăна тав тăватпăр, малашнехи
конкурссенче ăнăçу сунатпăр!