Пуш
уйăхěн 22-мěшěнче районти тӗп библиотекӑра «Литература тӗпелӗнче: Елчӗк енӗн
тӗпчевҫи — Роза Макарова (Павлова)» анлӑ мероприяти иртрӗ. Унта Курнавăш шкулěнче чăваш чěлхипе литературине
вěрентекенсем – Воронова В.Н. тата Кузнецова Н.М. та пулчěç.
Тӗл
пулӑва тӗпчевҫӗсем - Р.В.Макарова
(Павлова) тата В.А.Емельянова, Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ,
вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин пай начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ В.А.
Николаев, культура, социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗн начальникӗ М.В.Демьянова,
округри чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, вулакансем
хутшӑнчӗҫ.
Макарова (Павлова) Роза Владимировна 1964
ҫулта кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Яманчӳрел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Тӗпчев
ӗҫне Роза Макарова (Пвлова) университетра вӗреннӗ вӑхӑтра студентсен наука
обществинче тӑнӑ чухнех кӳлӗннӗ. Елчӗк тӑрӑхӗн историйӗпе культурине тӗпчеме
пуҫланӑ. Елчӗк тӑрӑхӗпе ҫыхӑннӑ истори, литература, культура тата краеведени
темипе ҫырнӑ материалсене пӗр ҫӗре пухса йӗркелесе диплом ӗҫӗ ҫырса хӳтӗлет.
Хӑйӗн тӗпчев ӗҫӗсемпе Пӗтӗм тӗнчери, Раҫҫей, регион тулашӗнче, регионта иртекен
наукӑпа практика конференцийӗсене хутшӑнать.
Роза
Макарова пухӑннисене хӑйӗн тӗпчев ӗҫӗн малтанхи утӑмӗсем ҫинчен каласа
кӑтартрӗ, кӗнекисемпе паллаштарчӗ. Тӗпчевҫӗн «И.В.Ищерский: педагог,
просветитель, организатор народного образования», «Елчӗк районӗнчи литературӑпа
культура вырӑнӗсем», «Государственный архив Ульяновской области» тата 20 ытла
ӑслӑлӑх ӗҫӗсем пичетленсе тухнӑ.
Нумай пулмасть пичетленсе тухнӑ «Яманчуринская
школа: продолжение – в выпускниках. Из истории Яманчуринской основной
общеобразовательной школы. 1982-2017 гг.» кӗнекепе ҫумавтор Яманчӳрел шкулӗнче
вӗрентекен, каярах шкул директорӗнче ӗҫленӗ Валентина Александровна Емельянова
паллаштарчӗ.
Владимир Николаев кӑҫалхи ҫул Раҫҫейре Педагог
тата наставник, Чаваш Енре Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗсем пулнӑ май ҫакӑ кӗнеке
кун ҫути курни питӗ вырӑнлӑ пулнине палӑртса хӑварчӗ.
Хаклава
пуҫтарӑннисем те кӗнекене пысӑк хак пачěç.
Роза Макарова пуҫтарӑннисене хӑйӗн кӗнекисене
парнелерӗ.