Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă. Эпир Яковлева «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе хисеплетпĕр.
Аслă Вĕрентекенĕмĕр тăван халăха питĕ юратнă, чăвашсене çутта кăларас тесе чунтан тăрăшнă. 1868 çулта Иван Яковлевич Чĕмпĕрте шкул уçнă, малтанхи вăхăтра ăна хăй укçипе тытса тăнă. Унта чăваш ачисене чăвашла та, вырăсла та çырма, вулама вĕрентнĕ. 1871 çулта Яковлев хăйпе пĕр шухăшлă çынсем пулăшнипе чăваш алфавитне йĕркеленĕ, пĕрремĕш чăваш букварьне тата вĕренÿ кĕнекисем пичетлесе кăларнă. Ачасем валли те нумай калавсемпе юптарусем çырнă. Çапла майпа вăл чăваш çырулăхне, литературине ирĕклĕн аталантармашкăн çул уçнă.
Паян, ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Елчĕк муниципаллă округĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Курнавăш вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсем шкул вулавăшĕнче «Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» темăпа йĕркеленĕ куравра пулчĕç. Кунта тăван халăха çyтта кăларнă тата чăваш çырулăхне никĕсленĕ И.Я. Яковлев çинчен хатĕрленĕ материалсемпе кăcăкланса паллашрĕç. «Кулачă», «Эпĕ сехет çĕмĕрни», «Уçăлма тухнă шăши çури», «Сармантей» калавсене юратса вуланине, унти сăнарсем асра юлнине çирĕплетсе каларĕç.