Паян Елчĕк муниципаллă округĕн
пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан Курнавăш вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекенсем тăван
халăха мĕн ĕмĕр тăршшĕпех çутта туртакан Иван Яковлевич Яковлев çинчен
калаçрĕç. Унǎн пурнǎçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.
И.Я.Яковлевпа çыхăннă кĕнекесен выставкине, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ÿкерчĕксене, Яковлев çинчен туса хатĕрленĕ
презентацине, унăн калавĕсем тăрăх тунă ӳкерчĕксене пăхса тухрĕç.
Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн
яланах хисеплĕ те чыслă пулнă. Унăн чапĕ халăхсем хушшинче çултан-çул анлăрах
сарăлса пырать. Вăл – ученый-педагог, çĕнĕ чăваш çырулăхне, чăваш ачисем валли
учительсем хатĕрлекен шкула йĕркеленĕ. Ăна чăваш хресченĕсем «çутта кăларакан»,
«ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ. Пурнăçа хаклама, ырра усалтан
уйăрма, ĕç - пурнăç тыткăчи пулнине ăнланса илме пире И.Я.Яковлев калавĕсем
пулăшаççĕ.Паянхи кун та вĕсем пире пурнăçăн ырă енĕсене курма, ĕçе юратма, халăхсем
хушшинчи туслăха çирĕплетме, тӳрě кăмăллă пулма, аслисене хисеплеме вĕрентеççĕ.
Ҫак класс сехечĕ ачасене хăйсен пĕлĕвне ÿстерме, çĕннине
пĕлме май туса пачĕ. Унпа пурнăçра вуннăмĕшсем усă курасса, çыннăн кирек
мĕнле вăхăтра та çынлăха çухатмалла маррине ăнланасса шансах тăратпăр.