«Чěвěлти чěкеç» конкурса пěтěмлетрěç

«Чěвěлти чěкеç»  конкурса пěтěмлетрěç



Çулсеренех нарăс уйăхěн пуçламăшěнче «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вӑйӑ-конкурс иртет. Конкурс ачасен тавра курӑмне аталантарма пулӑшать, чӑваш чӗлхин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашма май парать, тӑван чӗлхене хисеплеме, унӑн илемлӗхне туйса илме хӑнӑхтарать. Курнавăш шкулěн вěренекенěсемпе вěрентекенěсем те  хастар хутшăнчěç çак вăййа.

Вěсен вӑтӑр ыйтуран тăракан теста тěрěс хуравламалла пулнă. Вуннӑшӗ тӑван ен историйӗпе тата культурипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑйӑ ыйтӑвӗсене килте ашшӗ-амӑшӗнчен, аслашшӗ-асламӑшӗнчен, кукамӑш-кукашшӗнчен пулӑшу ыйтса, кирлӗ информацие Интернетра, словарь-справочникра шыранă вěсем. Ыйтусене ачисемпе пӗрле хуравлани ашшӗ-амӑшне тавракурӑма пуянлатма та, ывӑлӗ-хӗрӗсемпе хӑйсем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме те пулӑшать.

Çак кунсенче «Чěвěлти чěкеç»  конкурса пěтěмлетрěç. Кубиков Кирилл, Мясникова Арина, Цветкова Ксения (5 класс) 120 балл пуçтарса çěнтерӳçěсен йышне кěме пултарчěç.

Çěнтерӳçě ятне илме тивěç пулнă  ачасене тата вěрентекенсене саламлатпăр, малашне те хастар пулма сунатпăр!