«Тĕлĕнтермĕш уй» вăйă иртрĕ

«Тĕлĕнтермĕш уй» вăйă иртрĕ



Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Елчěк муниципаллă округěн пěтěмěшле пěлӳ паракан  Курнавăщ вăтам шкулěнче  «Тĕлĕнтермĕш уй» вăйă иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - И.Я.Яковлевăн ача-пăча валли çырнă калавĕсене аса илесси, вĕсенче вĕрентсе каланисемпе тата ваттисен сăмахĕсемпе усă курнине тишкересси, чăваш халăхне çутта кăларнă аслă вĕрентекен  çинчен  ытларах пĕлесси.

Малтанах шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В.Н.Воронова И.Я.Яковлевăн  пархатарлă  ĕçĕсем çинчен каларĕ, вăл çырнă ача-пăча калавěсенчи тěп шухăшсене тепĕр хут  аса илтерчĕ.

«Тĕлĕнтермĕш уй» вăййа 5 класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вăйă 3 турпа иртрĕ. Чи тавçăрулли вара Кубиков Кирилл пулчĕ.