Елчĕк муниципаллă округĕн пĕтĕмĕшле пĕлӳ
паракан Курнавăш вăтам шкулĕнче ОВЗ (сусăр) ачасемпе ĕçленĕ чухне палăртнă тĕллевсене
тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Вěсенчен пĕри вăл - хамăрăн культурăпа, йăла-йĕркепе,
паллă çынсен пурнăçĕпе паллаштарса ачасен тавракурăмне ӳстересси.
Чи асра юлмалли чăваш халăхĕн пархатарлă
çыннисенчен пĕри вăл - И.Я.Яковлев сăнарĕ. Хăйĕн нумай ырă ĕçĕсемпе палăрса пирĕн
халăхăн, ачасен чĕрисене кĕрсе вырнаçнă вăл. 2023 – мĕш çулта И.Я.Яковлевăн 175-мĕш
юбилейне халалласа нумай уявсем ирттерчĕç. Эпир те çак сăваплă ĕçрен аякра юлас
темерĕмĕр. «Унăн сăнарĕ пирĕн асăмра» ятлă калаçу сехечĕ ирттертĕмěр. И.Я.Яковлев çырнă илемлĕ хайлавсене вуласа ачасем
ашшĕ-амăшне мĕн пĕчĕкрен хисеплемеллине, ватлăха уямаллине, тимлĕх уйăрмаллине палăртса
хăвартăмăр.
Юлашкинчен ачасем Улăпăмăрăн сăнарне яланах асра тытса, хут çине ӳкерсе пама пултарчĕç.