Мăнкун – çуркуннехи чи пысăк уявсенчен пĕри

Мăнкун – çуркуннехи чи пысăк уявсенчен пĕри



Мăнкун – çуркуннехи чи пысăк уявсенчен пĕри. Ăна аслисем те, ачасем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çак кун мĕн ĕлĕкрен тутлă апат-çимĕç пĕçернĕ, çăмарта хĕретнĕ. Кашни хăнана пĕветнĕ çăмарта валеçсе панă.

Паян Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти шкулчченхи ачасен «Ылтăн пулă» ушкăнĕнче те Мăнкуна хатĕрленчĕç. Воспитатель çак пысăк уяв пирки каласа пачĕ. Çăмарта, çăкăр çинчен калакан тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç.   Ашшĕ - амăшĕсемпе пĕрле хатĕрленĕ «Мăнкун» выставкăна тирпейлерĕç.

Юлашкинсен ачасем çăмартасене хутран касса, вĕсене илемлетсе сăрларĕç.