Паян, ака уйăхěн 17-мěшěнче, Елчěк
муниципаллă округěн пěтěмěшле пěлӳ паракан Курнавăш вăтам
шкулěнчи 5,7-мěш класěсенче литература сехечě
иртрě. Ăна аслă Вěрентекенěмěр
И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă.
Чи малтанах чăваш чěлхипе литературине вěрентекен
В.Н.Воронова И. Я. Яковлев ачаранах тăван халăхĕн йăли-йĕркине,
шухăш-туйăмне лайăх пĕлсе ӳсни çинчен, вăл тăван халăха, тăван чĕлхене
хисеплеме, юратма вĕрентессишĕн тăрăшнине палăртрě. Çавăн пекех чăвашла
манакансене вăл ырламаннине, хăйĕн калавĕсенче халахăн сăмах вĕççĕн
çӳрекен пултарулăхĕпе анлăн усă курни çинчен каларě. Вĕсенче пуринче те –
авалхи юрă-сăвăран илнĕ сăмах çаврăнăшĕсем, ваттисен сăмахĕсем, каларăшĕсем.
Акă вĕсенчен хăшĕ - пĕрисем: «Шывăн турачĕ çук». «Нумая хапсăнсассăн нимĕнсĕрех
тăрса юлнă», «Пырна пула пуçна çийĕн», «Туман тихан пилĕкне ан хуç»,
«Çăкăр-тăвар хире – хирĕç» тата ыттисем те. Ку сăмахсем калавсемпе юмахсен тĕп
шухăшне уçса параççĕ, вĕсен педагогикăлла пĕлтерĕшне нумай вăйлатаççĕ.
Малалла Вера Николаевна пулас чăваш писателĕсем хăйсен
малтанхи утăмĕсене Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче тунине пěлтерчě. Вăл ăс парса
çитĕнтернĕ сăвăçсен шутне чи малтан К. В. Ивановпа Н. В. Васильев-Шупуççынни
кĕреççĕ. И. Я. Яковлев кулленех пулăшса тăнине пула Н.И. Иванов, Г. Т. Тимофеев,
И. Н. Юркин, Г. А. Кореньков, М. Ф. Акимов, Ф. П. Павлов. М. Д. Трубина тата
ыттисем те чăвашсен паллă писателĕсем пулса тăраççĕ.
Юлашкинчен ачасем «Иван Яковлевич Яковлев» альбомпа
паллашрěç. Унти ӳкерчěксене Петр Сизов художник
илемлетнě.
5, 7 классенче вěренекенсем паянхи мероприятире нумай çěннине пěлчěç, хăйсен тавракурăмне анлăлатрěç.