Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Елчĕк муниципаллă округĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Курнавăш вăтам шкулĕнчи 11-мĕш класра вĕренекенсем «Пӗрле вулатпӑр» класс сехетне хутшăнчĕç.
Чи малтанах вĕренекенсем И.Я.Яковлев пултарулăхĕ çинчен калаçрĕç, хăйсем ун çинчен мĕн пĕлнине аса илчĕç. Аслӑ вĕрентекенĕмĕр хӑйĕн ĕмĕрне тӑршшĕпех ҫынсене ырӑ тӑвас, ҫутта кӑларас тĕллевпе ҫыхӑнтарнӑ. Сумлӑ педагогӑн «Ача-пӑча калавӗсем» кӗнекине кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли ҫырнӑ пулин те, аслă класра вĕренекен ачасем те юратса вуларĕç.
Иван Яковлев вырӑс педагогӗсен - Л. Толстойпа К. Ушинский ӗҫӗсене тӗпченӗ. Ахальтен мар пулӗ ачасем Иван Яковлев калавӗсене вырӑс классикӗсен хайлавӗсемпе танлаштарса пӗр пеклӗх те асӑрхарӗҫ. Калавĕсем çут çанталăка сăнама, тимлĕ, ырă кăмăллă пулма, ултавçă, хыт кукар пулмалла маррине вĕрентеççĕ. Вӗсем вулакансен кӑмӑл-туйӑмне, илемлӗхне, пуплеве аталантарма пулӑшаҫҫӗ, аслисене хисеплеме, ырӑ кӑмӑллӑ, хӑюллӑ пулма, яваплӑха туйма хăнăхтараççĕ.