Паян, ака уйăхěн 18-мěшěнче, Елчěк муниципаллă округěн Курнавăшри вăтам шкулти 8-мěш класра «Иван Яковлевич Яковлев вěренекенěсем» урок иртрě. Ăна чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Н.М.Кузнецова йěркелерě.
Малтанах
Надежда Михайловна Иван Яковлев чăваш халăхěшěн çěнě ěмěр алăкне уçаканě,
чăваш çырулăхне тăваканě пулнине, Чěмпěрти чăваш шкулне вăл аллă
çул ытла ертсе пынине, унтан вěренсе тухнă çынсем тăван халăх пурнăçне
аталантарас ěçре хăйсене тивěçлěн кăтартнине палăртрě. Çавăн пекех Чěмпěрти
чăваш шкулěн пěрремěш вěренекенě Алексей Васильевич Рекеев пулнине те асăнчě.
Аслă
Вěрентекенěмěр тата унăн вěренекенěсем çинчен тěпчесе пěлес, вěсен
пултарулăхěпе мăнаçланас тěллевпе саккăрмěшсем тěпчев ěçěсем çырчěç. Çак темăпа
хăйсем хатěрленě презентацие хӳтěрерěç. Уйрăмах ачасем Марфа Дмитриевна
Трубина, Константин Васильевич Иванов, Федор Павлович Павлов тата ытти
вěренекенěсен пултарулăх çул-йěрěпе кăсăкланчěç.
Эпир пурте – Иван Яковлевичăн вěренекенěсем. Çакна яланах асра тытар.