Калаçу сехечӗ «Чӑваш халӑхне»

Калаçу сехечӗ «Чӑваш халӑхне»

     Иван Яковлевич Яковлев ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 175 çул тултарать, унӑн ырӑ  ĕçĕсене каласа пĕтерейместĕн. Вӑл чаплă ăславçă, патриот, ăслă учитель хăйĕн ырă шухăшĕсемпе кăна палăрса тăмасть тата вăл историллĕ ĕçсем те чылай тунă.

     Вӗсенчен пӗринпе ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Елчěк муниципаллă округěн пěтěмěшле пěлӳ паракан  Курнавăщ вăтам шкулěнче   8-мӗш класра вӗренекенсем калаçу сехечӗ вӑхӑтӗнче, аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн И.Я.Яковлевӑн «Чӑваш халӑхне» Халалӗпе тӗплӗн паллашрӗç. Пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр Халалта ултӑ пысăк ĕç чăвашсен пурнăçĕнче тĕп вырăнта тăнине палăртса хăварать. Класри ачасем Халалӑн кашни тӗп шухӑшне анлӑн каласа кӑтартрӗç.  Калаçу сехечӗ вӗçӗнче ачасем И.Я.Яковлевăн шухăшĕсем паянхи пурнăçшăн та хăватлă,  хальхи ăру çынсем те çак Халала асра тытмаллине, пирĕншĕн вăл пехил пулнине çирӗплетрӗç.