«Пěчěк театр» кружока çӳрекенсем - призерсем

«Пěчěк театр» кружока çӳрекенсем - призерсем

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе 2023 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 17-мĕшĕччен чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев педагог çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа ача сачĕсемпе шкул ачисен пултарулăхĕн  конкурсĕ иртрĕ.

Конкурса Чăваш, Тутар Республикисенчен, Ульяновск облаçĕнчен пĕтĕмпе 173 ача хутшăнчĕ. Вĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Елчěк районěнчи  пěтěмěшле пěлӳ паракан Курнавăш вăтам шкулěнчи 3-4 классенче вěренекенсем те унта хастар хутшăнчěç. Вěсем И.Я.Яковлевăн «Лаша шырани»  калавě тăрăх  инсценировка ӳкерсе конкурса тăратрěç.

Çак кунсенче çамрăк артистсен ěçěсене жюри членěсем  пăхса тухрěç, çěнтерӳçěсемпе призерсене палăртрěç. Пирěн шкулти «Пěчěк театр» кружокне çӳрекенсен ěçне пысăк хак пачěç. Вěсем призерсен йышне кěме пултарчěç.

Ачасене тата вěсене конкурса хатěрлекенсене – Круглова Галина Васильевнăпа  Порфирьева Феонила Юрьевнăна саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр!