Ака уйǎхĕн 25-мĕшĕ – Чǎваш чĕлхи кунĕ

Ака уйǎхĕн 25-мĕшĕ – Чǎваш чĕлхи кунĕ

Ака уйǎхĕн 25-мĕшĕ – Чǎваш чĕлхи кунĕ. Елчěк муниципаллă округěн пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан  Курнавǎш вǎтам шкулěнче те ǎна çулсеренех уявлаççĕ. Çак кун  чǎвашсене çутта кǎлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев (1848-1930) çуралнǎ. И. Я. Яковлев Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кǎнна Кушкинче чухǎн хресчен кил-йышĕнче  çут тĕнчене килнĕ. Вǎл çуралсанах тǎлǎха тǎрса юлнǎ, Пахомовсен килĕнче ӳснĕ.

Чǎвашсен çити-çитми пурнǎçĕ пулас  Аслǎ вĕрентекене  мĕн пĕчĕкренех канǎç паман. Çитменнине, чǎваш çырулǎхĕ те пулман, сǎмах вĕççĕн çӳрекен сǎмахлǎх, сǎвǎ-юрǎ, тĕрĕ-эреш Иванǎн чунне ыраттарнǎ. Шкулта вǎл питĕ лайǎх вĕреннĕ, Хусанти гимназие ылтǎн медальпе пĕтернĕ. Тǎван халǎхǎн йывǎр шǎпи ǎна чǎваш çырулǎхне йĕркелеме, 1868 çулта Чĕмпĕрте чǎваш шкулĕ уçма хистенĕ. Çак ĕçе вǎл хǎй укçипе йĕркелеме хевте çитернĕ. Унǎн пĕрремĕш пулǎшаканĕсем - Алексей Рекеевпа Игнатий Иванов, пĕрле ӳснĕ тантǎшсем, тǎван сǎмах вǎйне ĕненекенсем пулнǎ. Сǎмах май каласан, Игнатий Иванов Курнавǎш шкулĕнче 5 çула яхǎн ачасене вĕрентсе пурǎннǎ.

Литература ĕçне тантǎшсем тĕн кĕнекисене чǎвашла куçарнинчен пуçланǎ. И.Я.Яковлев ку ĕçе хǎйĕн вĕренекенĕсене явǎçтарни паллǎ. Çав вǎхǎтрах Жан Жак Руссопа  Лев Толстой вĕрентĕвĕсем  чǎваш вĕрентӳçине хытǎ хавхалантарнǎ. Апла пулин те, чи малтанах Иван Яковлева эпир Аслǎ вĕрентекенĕмĕр пек куратпǎр. Шкул ĕçĕ уншǎн пĕрремĕш вырǎнта пулнǎ. Ăса вĕрентекен ача-пǎча калавĕсем, асаилӳ-çырǎвĕсем Яковлев  çыравçǎ пулнине те çирĕплетеççĕ. Пултаруллǎ ачасене – Константин Иванова, Николай Шупуççыннине, Федор Павлова  тата ыттисене те литература тĕнчине кĕме çунат хуштарнǎ.

Иван Яковлев тǎрǎшнипе  чǎваш тǎрǎхĕнче çĕршер шкул уçǎлнǎ, нумай çын пĕлӳ алǎкне уçнǎ. Ахальтен мар ĕнтĕ паян, çак мухтавлǎ çынна хисеплесе,  чǎваш Улǎпĕ тетпĕр.

Чăваш чěлхи кунě шкулта линейкăран пуçланчě. Шǎнкǎр-шǎнкǎр çǎлкуç пек янǎрать чǎваш сǎвǎçисем хайланǎ сǎвǎсем. 6-7 классенче вĕренекенсем хǎйсем чĕвĕлти сассисемпе сǎвǎ хыççǎн сǎвǎ пǎхмасǎр каларĕç. 1-11 классенче паянхи куна  анлăн паллă турěç, класс сехечěсем ирттерчěç.

Пурнǎç  пĕтĕмпех тǎван сǎмахран пуçланать. Атте-анне чĕлхи-çке вǎл чǎваш чĕлхи! Кирек ǎçта кайсан та пире  тǎван сǎмах вай-хал парать. Темле йывǎрлǎха та çĕнме пулǎшать.

Çакǎ йǎлтах И. Яковлев тивлечĕпе  пирĕн куна çитнĕ. Унǎн «Халалĕ» - пирĕн ǎрǎва панǎ пил. Упрар  тǎван чĕлхемĕре, вǎл  ĕмĕр пултǎр тĕнчере!