"Тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи" ӑсталӑх урокӗ иртрӗ

"Тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи" ӑсталӑх урокӗ иртрӗ



Паян, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 çул çитнине тата чӑваш чӗлхи кунне халалласа Елчӗк районӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Курнавӑш вӑтам шкулӗнчи кӗҫӗн класра вӗренекенсемпе Порфирьева Ф. Ю. "Тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи" ӑсталӑх урокӗ ирттерчӗ.

Урокра малтанах ачасем чӑваш халӑхӗн чи пысӑк пуянлӑхӗ тӑван чӗлхе пулни ҫинчен калаҫрӗҫ, чӗлхен ырӑ та паха енӗсене тишкерчӗҫ.  Ҫавӑн пекех тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи пире мӗнле пулӑшнине, вӑл пурнӑҫра ан ҫухалтӑр тесен мӗн тумаллине пӗр-пӗринпе сӳтсе яврӗҫ, хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ.

Халӑхӑн ӑс-тӑнне, унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун панине, тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫуккине туйса илчӗҫ, тӑван чӗлхене яланах асра тытма сӑмах пачӗҫ.