Иван
Яковлевич Яковлев - чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ, аслӑ вӗрентекенӗмӗр. Вӑл
1848-мӗш ҫулта ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тутарстанӑн Кӑнна Кушки ялӗнче ҫуралнӑ.
Ҫак кун Курнавӑш шкулӗнчи ача пахчине ҫӳрекенсене воспитательсем Иван Яковлевич
Яковлев пурнӑҫӗпе паллаштарчӗҫ, авалхи чӑвашсем ҫинчен, асатте-асаннесен, ват
асаттесемпе асаннесен йӑли-йӗркисем ҫинчен аса илтерчӗҫ, чӑваш тӗррисемпе те
паллаштарчӗҫ. Ачасем чӑваш юррисене хӑйсен уҫӑ сассисемпе савӑнсах аса илсе
юрларӗҫ, "Ҫӗрӗ хумалла", "Миша ларатъ" вӑйӑсем вылярӗҫ,
сӑвӑсем каларӗҫ, "Сармантей" юмаха вуларӗҫ, чӑваш тӗррин эрешӗсене
ӳкерчӗҫ.
Тӑван чӗлхе - тӑван халӑхӑн нихӑҫан та иксӗлми ӑс-тӑн ҫӑл куҫӗ. Ҫак ҫӑл куҫран эпир мӗн ачаран пӗлӳ илсе ӳсетпӗр. Тӑван сасӑран, тӑван чӗлхерен пирӗн ӑс-хакӑл, чун-чӗре вӑй-халӗ, кӑмӑл никӗсӗ аталанма пуҫланине манас марччӗ.