«Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ -2023» акцие хутшăнчěç

«Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ -2023» акцие хутшăнчěç



Паян, ака уйǎхӗн 26-мӗшӗнче, Елчӗк муниципаллă округăн пěтěмěшле пěлӳ паракан Курнавăшри вăтам шкулта вěренекенсемпе вěрентекенсем «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ - 2023» акцие хутшăнчěç. Унǎн тĕллевĕ – чǎваш чĕлхине юратма хавхалантарасси. Пĕтĕм чǎваш диктантне хутшǎнни пĕлӳ шайне тĕрĕслемелли  мел те пулса тǎрать. Кǎçалхипе тăххăрмěш çул иртрě вǎл.

Диктанта  175  çул каялла çут тӗнчене  тǎван халǎха çутлǎх  парнеленӗ аслǎ вӗрентекенӗмӗре - Иван Яковлевич Яковлева халалланă. Халǎха çутта кǎлараканǎн пархатарлǎ ӗçне  чǎваш халǎхӗ   яланах сума сǎвать, мӗншӗн  тесен  унǎн вӗрентӗвӗ  чǎваш  çыннине   малалла утма  анлǎ çул хывма  пулǎшнǎ.

Акцие хутшăннисене пурне те тав сǎмахĕ калатпăр, лайǎх паллǎсем илме ǎнǎçу сунатпǎр!