Çу уйăхěн 19 – мěшěнче Елчӗкри тӗп библиотекӑра «Аваллăхсăр малашлăх çук» çавра сěтел иртрě. Унта муниципалитет округӗн историйӗпе, йӑли-йӗркипе, юрри-ташшипе, пултаруллӑ ҫыннисен ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланакан ҫамрӑк тавра пӗлӳҫӗсем, вӗрентекенсем, педагогика ветеранӗсем пуҫтарăнчěç. Пěтěмěшле пěлӳ паракан Курнавăш вăтам шкулěнче чăваш чěлхипе вěрентекенсем - Воронова В.Н. , Кузнецова Н.М. тата 8-мěш класра вěренекен Васильева Татьяна та çавра сěтеле хутшăнчěç.
Малтанах
пуçтарăннисене Елчӗк шкулӗн вӗрентекенӗсем Кузьмина О.В., Кушманова Н.В. Елчӗк
муниципалитет округӗнче И.Я. Яковлев уҫнӑ шкулсем пирки каласа пачӗҫ.Николай
Федорович Малышкин Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хамӑр округри
пултаруллӑ вӗрентекенсем ҫинчен каласа панине итлеме те кӑмӑллӑ пулчӗ.
Лащ-Таяпа шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Леонтьева И.А. хӑйсен
шкулӗнче ӗҫленӗ педагог-ветерансем ҫинчен пуян материал пухнӑ, видео
хатӗрленӗ. Педагогика ветеранӗ Плотников Владимир Михайлович Аслӑ Пӑла
Тимешӗнчи тӗп шкулта ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Ҫитӗнекен ӑру валли "
Янтиковской школе - 130 лет" кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.
Мероприятин иккěмěш
пайěнче "Ман тӑван кӗтес" ятпа иртнӗ тӗпчев ӗҫӗсен конкурсӗн
ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене чысларӗҫ. Вěсем хушшинче Курнавăш шкулěн
вěренекенě Васильева Т., Воронова В.Н. тата Кузнецова Н.М. вěрентекенсем
пурри пире чăннипех савăнтарать.
Эпир вěсене саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр!