Урра! Тинех лагерĕн хаваслă кунĕсем çитрĕç. Савăк та тулли кăмăллă ачасен сассисем Елчĕк муниципаллă округĕн пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан Курнавăш вăтам шкул территоринче аякранах илтĕнеççĕ.
Лагерĕн пĕрремĕш кунĕ линейкăран пуçланчĕ. Чи малтанах лагерь ертӳçи Мясникова О.В. ачасене пĕлтерĕшлĕ уяв ячĕпе саламларĕ, кану кунне кăсăклă та тухăçлă ирттерме сунчĕ. Шкул директорĕн вĕренӳпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Корнилова Е.Н. хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалли çинчен аса илтерчĕ.
Малалла воспитательсем уяв кунĕ илемлĕ те асра юлмалла пултăр тесе тăрăшрĕç. Ачасем асфальт çинче тĕрлĕрен ӳкерчĕксем турĕç, интереслĕ вăйăсем выляса савăнчĕç.
Çакăн пек савăнăçлă та тухăçлă иртрĕ лагерьти пĕрремĕш кун.