Кану лагерӗнчи ачасем уҫӑ сывлӑшра тӗрлӗ вӑйӑсемпе савӑнчӗҫ

Кану лагерӗнчи ачасем уҫӑ сывлӑшра тӗрлӗ вӑйӑсемпе савӑнчӗҫ



Елчӗк муниципаллӑ округӗн пӗтемӗшле пӗлӳ паракан Курнавӑш вӑтам шкулӗнчи "Кулӑ" кану лагерӗнчи иккӗмӗш кун йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ирхи зарядкӑран пуҫланчӗ. Туслӑ ачасем тӗрлӗ хусканусем туса сывлӑха ҫирӗплетрӗҫ.

Ирхи апат хыҫҫӑн воспитательсем ачасене шыв ҫинчи хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштарчӗҫ.
Уҫӑ сывлӑшра тӗрлӗ вӑйӑсемпе те савӑнчӗҫ. Уйрӑмах ачасем "Шӑшипе кушакла", 'Краскалла", " Суккӑр чӑхла " хавасланса вылярӗҫ.

Ачасем практикӑри Татьяна Владимировнӑпа Ксения Валерьевна студент- вожатӑйсемпе пӗрле самолетсем турӗҫ, вӗсене сӑрласа илемлетрӗҫ, унтан харӑссӑн вӗҫтерчӗҫ.