А.С.Пушкин кунне халалланă конкурссем иртрĕç

А.С.Пушкин кунне халалланă конкурссем иртрĕç



Çĕртме уйăхĕн 6-мӗшӗнче А.С.Пушкин çуралнине тата Вырăс чĕлхи кунне анлăн паллă тăваççĕ. Ҫак паллă пулăмсене халалласа Елчӗк муниципаллӑ округӗн пӗтĕмӗшле пӗлӳ паракан Курнавӑш вӑтам шкулӗнчи "Кулӑ" кану лагерӗнче канакансем шкул библиотекинче йӗркеленӗ выставкӑра А.С.Пушкинӑн хайлавӗсемпе паллашрӗҫ, «Манӑҫми Пушкин» викторина ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ, сăввисене ӑмӑртмалла вуларӗҫ. Чи пултарулли вара Каценеленбоген Тимофей пулчӗ.
Вырӑс чӗлхине лайăх пӗлекенсене тупса палӑртас, вӗренекенсен пултарулӑх вӑй-хӑватне уҫса парса калаçу сăмахĕсене пуянлатас, вӗсен тавракурӑмне анлӑлатас тĕллевпе ирттерекен Пушкин диктантне те ҫырма кӑмӑл турӗҫ лагерьте канакансем.
Александр Пушкинӑн ҫулталӑкри чи юратнӑ вӑхӑчӗ - ылтӑн кӗркунне. Ӑна халалласа вӑл 20 ытла сӑвӑ ҫырнӑ. Ҫут ҫанталӑкӑн ҫак асамлӑ самантне сӑнласа ачасем ӳкерчӗксем те турӗҫ. Чи пултарулли Фаина Егорова пулчĕ.
Пултарулăх конурсĕсем хыççăн лагерьте канакансем уçă сывлăшра вăйăсем выляса киленчĕç.