Лагерěн пиллěкмěш кунě тухăçлă иртрě

Лагерěн пиллěкмěш кунě тухăçлă иртрě

        

     Елчӗк муниципаллӑ округӗн пӗтĕмӗшле пӗлӳ паракан Курнавӑш вӑтам шкулӗнчи "Кулӑ" кану лагерьне çӳрекен  ачасем   çирěп кун йěркипе канаççě. Паян та ирхине 8 сехет иртсен шкул территорийě вěсен  хаваслă  сассипе тулчě. Ушкăнпа физзарядка тунă хыççăн ирхи апат çирěç. Унтан,  кулленхи  планпа килěшӳллěн, «Çут çанталăк – тупра, эсě ăна упра!» темăпа йěркеленě мероприятисене хутшăнчěç. Çут çанталăк этемшěн пурнăç çăл куçě пулнине хăйсен вăййисенче кăтартса пачěç. Тăван тавралăх тасалăхěшěн, унăн пуянлăхěшěн кашнинех тăрăшмалла тесе пěтěмлетрěç.

Апат хыççăн уçă сывлăшра хăйсене килěшекен вăйăсем вылярěç.

Лагерěн пиллěкмěш кунě тухăçлă иртрě.