«Кулă» кану лагерěнчи кунсем сисěнмесěр иртеççě

«Кулă» кану лагерěнчи кунсем сисěнмесěр иртеççě



Елчěк муниципаллă округěн пěтěмěшле пěлÿ  паракан Курнавăш вăтам шкулěнчи «Кулă» кану лагерěнчи кунсем сисěнмесěр иртеççě. Ачасем усăллă канччăр, сывлăха çирěплетчěр тесе воспитательсем планпа килěшÿллěн тěрлě пултарулăх конкурсěсем, культурăпа спорт мероприятийěсем ирттереççě.

Паян  та акă Хěвел кунне халалласа тěрлě ěçсем туса ирттерчěç. Чи малтанах хěвел пěлтерěшě, вăл пурин çине те пěр пек савса пăхни çинчен калаçрěç. Хайлавсенчи  хěвел сăнарěпе  çыхăннă  ыйтусем çине хуравларěç, ÿкерчěксем турěç,  вăйăсем вылярěç.

Кăнтăрлахи апат хыççăн «Вырăс культурин Авалхи Руçран пуçласа паянхи кунчченхи кěске историйě» документлă фильм пăхрěç. Асаттесемпе мăн асаттесен вăхăтěнчи тата хальхи геройсемпе паллашрěç. Вěсене пула Тăван çěршыв хăвачě кунран-кун ÿссе пыни çинчен те пěлчěç. Районтан тухнă Совет Союзěн Геройěсен, Мухтав орденěн кавалерěсен, Социализмла Ӗç Геройěсен, паянхи кун ятарлă çар операцине хутшăнакансен паттăрла ěçěсене аса илчěç.

Çěршыв историйěпе, геройěсемпе чăннипех те мăнаçланмаллине, вěсенчен тěслěх илмеллине палăртрěç.