Кану лагерӗнче Туслăх кунӗ иртрӗ

Кану лагерӗнче Туслăх кунӗ иртрӗ



Паян, çӗртме уйăхӗн 13-мӗшӗнче, Елчěк муниципаллă округěн пěтěмěшле пěлÿ  паракан Курнавăш вăтам шкулěнчи «Кулă» кану лагерьне çӳрекен  ачасем Туслăх кунне халалларӗç.


Ушкăнпа физзарядка тунă хыççăн ирхи апат çирěç. Планпа килӗшÿллӗн воспитательсем ачасене мěн пěчěкренех туслă, килěштерсе пурăнмалли çинчен,  туслăхра  - вăй пулнине, кашниех кăмăл-сипет енчен ырă та сапăр, сăпайлă, тараватлă пулмалли  çинчен уçă калаçу йӗркелерӗç. Ушкăнпа  «Туслăх йывăçĕ» турӗç. Йывăç туратланса пынă пек отрядри  туслăх çирĕпленсе, ÿссе, аталансах пырасса шантарчӗç. Ун хыççăн «Серая шейка» ятлă мультфильм пăхрӗç, яланах пĕр-пĕрне пулăшас, туслă пурăнас  тесе тӗллев лартрӗç.


Кăнтăрлахи апат çинӗ хыççăн  стадионта тӗрлӗрен вăйăсем выляса киленчӗç.

Лагерьти черетлӗ кун савăнăçлă та тухăçлă иртрĕ.