Чăваш çынни яланах çут çанталăк ытамěнче пурăннă. Вăл вăрманти, улăх-çаранти, шыв хěрринчи кашни чěр чун, йывăç-курăк ятне кăна мар, вěсен сиенě-уссине те пěлсе тăнă. Çут çанталăкра чăваш тăранмалăх çимěç те, тумланмалăх çи-пуç та, сывлăха сиплемелěх эмел те, кунсăр пуçне, чуна йăпатмалăх килěшÿпе илем те тупнă.
Паян, çӗртме уйăхӗн 15-мӗшӗнче, Елчěк муниципаллă округěн пěтěмěшле пěлÿ паракан Курнавăш вăтам шкулěнчи «Кулă» кану лагерьне çӳрекен ачасем çут çанталăк илемне курас, юратас, ăна упрама вěренес, хăйсем тěллěн тавралăха сăнас, тěпчес кăмăлне çěклес, ҫут ҫанталӑк материалěсене пухас тěллевпе экскурсире пулчěç.
Ҫут ҫанталӑк материалě пухасси – тимлӗ, илӗртӳллӗ, питӗ кӑмӑллӑ ӗҫ. Отрядри ачасем ҫут ҫанталӑк материалěсене хаваслансах пуҫтарчěç, вěсенчен хăйсене килěшекен япаласем ăсталарěç.