Елчěк ен, Елчěк районě, Курнавăш ялě пирěншěн – Тăван
çěр-шыв пуçламăшě. Кунти тулăх уй-хирсемпе çарансем, çырмасемпе тăрă çăлкуçсем
пире пурне те вăй-хăват парса çитěнтереççě. Кунта мăн асаттесемпе асаннесем
хăйсен кун-çулне ирттернě, çак пархатарлă та тулăх çěр çинче тар юхтарса
ěçленě. Вěсем ěмěртен пыракан ăс-хакăлне, пěлÿлěхне, тăрăшулăхне çитес ăрусене
халалланă.
Елчěк муниципаллă округěн пěтěмěшле пěлÿ паракан
Курнавăш вăтам шкулěнчи «Кулă» кану лагерьне çӳрекен ачасем хăйсем
çуралса ÿснě тавралăхпа, мăн асаттесемпе асаннесен йăли-йěркипе, хамăр тăрăхри
кайăк, чěр чун, йывăç-курăк, кăмпа ячěсемпе паллашас тěллевпе çул çÿреве
тухрěç. Тăван тавралăх илемěпе киленчěç, çул çинче тěл пулакан йывăç-курăкпа
паллашрěç, вěсем çинчен тěплěнрех пěлес тесе тăрăшрěç, воспитательсене тěрлěрен
ыйтусем пачěç.
Ун хыççăн ялти библиотекăра йěркеленě куравпа
паллашрěç. Мăн асаттесемпе асаннесем ěçлесе пурăннă ěç хатěрěсемпе, вěсен
тумтирӗсемпе, йăли-йěркисемпе кăсăкланчěç.
Ачасемшěн паянхи çул çÿрев кăсăклă пулчě, вěсем нумай çěннине пěлчěç.