«Хамăр йăх-несĕлсене пĕлетпĕр-и?»

«Хамăр йăх-несĕлсене пĕлетпĕр-и?»



   Елчӗк муниципаллӑ округӗн пӗтемӗшле пӗлӳ паракан Курнавӑш вӑтам шкулӗнчи "Кулӑ" кану лагерӗнчи черетлĕ  кун йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ирхи зарядкӑран пуҫланчӗ. Константинов А.С. инструктор ертсе пынипе туслӑ ачасем тӗрлӗ хусканусем туса сывлӑха ҫирӗплетрӗҫ.

Ирхи апат çинě хыççăн воспитательсем «Хамăр йăх-несĕлсене пĕлетпĕр-и?» калаçу сехечĕ йěркелерěç. Чăваш ĕмĕрех тăванĕсене çичĕ сыпăк таран пĕлсе тăнă. Ку йăлана тытса пыракансем халĕ те пур. Йăх тымарĕн йывăçĕсене ӳкерекенсем, çак мула ачисене, мăнукĕсене паракан-вĕрентекен те чылай. Кирек епле çемье те хăйĕн пуçламăшне авалхи йăх-несĕл тымарĕнчен илет. Вăл мĕнле аталанса, хунавланса пыни кашни çыншăн кăсăклă.

Несĕлсене манас мар, асра тытас, мĕн пĕчĕкрен вĕсен  пуларулăхĕпе хавхаланас тĕллевпе лагере çӳрекенсем хăйсен йăхĕн «Пурнăç йывăççине» хут çине ӳкерсе  пачěç, виçě сыпăкри тăванěсем çинчен пěлнине çирěплетрěç.

«Пирĕн пурнăçра чи хакли – çемье. Çывăх çынсемпе тăвансем пире яланах пулăшаççĕ, ăшшăн кĕтсе илеççĕ, юратаççĕ, ăнланаççĕ. Вěсене яланах сума суса асра тытмалла, пулăшса пымалла», - тесе пěлтерчě хăйěн шухăшне А.Смирнова.

Кăнтăрлахи апат хыççăн уçă сывлăшра тěрлě ăмăртура тупăшрěç.

    

    

Фотогалерея