Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр

Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр



Вĕренекенĕн ăс-тăнĕнче хальхи обществăра гражданинăн мĕнле правăпа тивĕçлĕх пуррине пĕтĕмĕшле курăм йĕркелес; Раççейĕн суйлав йĕркин уйрăмлăхĕсене кăтартас, çын пурнăçĕнче суйлав мĕнле вырăн йышăннине (гражданинăн суйлама тата суйланма ирĕк пурри) ăнланса илме пулăшас, çынсен хутшăнăвĕн чăнлăхне ăса хума, тавçăрса илме май паракан услови тăвас, право культурине никĕслесе аталантарас тĕллевпе авăн уйăхĕн 25-мĕшӗнче Порфирьева Ф.Ю. Курнавăшри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вăтам шкулта кӗçӗн  класра вӗренекенсемпе «Раççейĕн суйлав йĕрки (суйлав тĕп комиссийĕн 30 çулĕ)» черетлĕ класс сехечӗ ирттерчӗ.

Чи малтанах класс ертÿçи ачасемпе Раççейĕн кашни гражданинне (вăл миçе çула çитнине, статусне тата ăçта пурăннине пăхмасăр) пырса тивекен темăна сÿтсе яврĕ.

Ун хыççăн кĕçĕн класс вĕренекенĕсем РФ суйлав йĕркин уйрăмлăхĕсене ăнланса илме пулăшакан ĕçсем пурнăçларĕç: вăйăсем вылярĕç, видео пăхрĕç, иллюстраци материалĕсене тишкерчĕç, суйлав йĕрки мĕн иккенне, суйлавсем уйрăм çыншăн тата обществăшăн мĕнле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăса хыврĕç, суйлав бюллетенĕпе усă курса юмахра каланă çĕр-шыв президентне суйларĕç.

Суйлав вăл – хамăр çĕр-шыва ертсе пынă çĕре хутшăнма тата хамăр пуласлăха витăм кÿме май пурри.


      Класс ертÿçи  черетлĕ класс сехетне çакăн пек сăмахсепе вĕçлерĕ: «Эпĕ шанса тăратăп: эсир суйлав çулне çитсен çĕр-шыв, регион, хула, ял пурнăçĕпе çыхăннă йышăнусене сирĕнсĕр тума ирĕк памăр».