«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсěн муниципалитет тапхăрě иртрě

«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсěн муниципалитет тапхăрě иртрě

   Тăван тавралăха юратма, тăван ен историне, культурине, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме пулăшас тěллевпе «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсěн муниципалитет тапхăрě иртрě. Унта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче вĕренекен ачасем хутшăнчěç. Курнавăш шкулěн 8-мěш класěнче вěренекен Васильева А. та çак конкурса видеоролик тăратрě. Унта вăл тăван шкулта пулса иртекен тěрлě мероприятисемпе паллаштарчě, килсе курма йыхравларě.

Авăн уйăхěн 26-мěшěнче Ачасен пултарулăх çуртěнче конкурса пěтěмлетрěç, çěнтерÿçěсемпе призерсене палăртрěç. Конкурсра  Васильева А. призерсен йышне кěме пултарчě.

    Анастасийăпа унăн ертӳçине Кузнецова Надежда Михайловнăна саламлатпăр, пысăк çитěнÿсем тума сунатпăр.