«Шкул çулне çитмен ачасене чăваш халăх культурипе паллаштарасси» семинар иртрĕ

«Шкул çулне çитмен ачасене чăваш халăх культурипе паллаштарасси» семинар иртрĕ



«Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта пурнăçа кĕртекен ача сачĕсен педагогĕсем авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкар хулин 116-мĕш ача садĕнче «Шкул çулне çитмен ачасене чăваш халăх культурипе паллаштарасси» семинарта пулчĕç. Унта Курнавăш шкулěн воспитателě Венера Кудряшова та хутшăнчě.

Чи малтанах 116-мĕш ача сачĕн вĕренекенĕсем  чăваш ташши ташласа хăнасен кăмăлне çĕклерĕç. Унтан семинара килнисене ача сачĕн заведующийĕ Алена Семенова саламларĕ, вĕренÿ организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче вĕренÿ ĕçне чăвашла йĕркелелемелли майсемпе мелсем çинче чарăнса тăчĕ, чăваш чĕлхин пуласлăхĕ ача сачĕсенче ĕçлекенсенчен чылай килнине палăртрĕ.

Унтан педагогсем ушкăнсем çине пайланса ăсталăх лаççисенче тĕрлĕ ĕç тума хăнăхрĕç.

Ăсталăх лаççисем хыççăн иртнĕ çавра сĕтелте Анна Егорова ертсе пынипе воспитательсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç тата «Тăван чĕлхе –  анне чĕлхи» проектпа килĕшÿллĕн ку вĕренÿ çулĕнче тумалли ĕçсене палăртрĕç.