Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр

Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр



Вĕренекенсене çĕр çине килнĕ кашни пепкерен мĕнле çын пуласси учительтен нумай килни çинчен ăнлантарас, учитель профессийĕ валли кирлĕ пахалăхсене ăса хывас, чунра атте-анене, педагогсене тата ăс парса çитĕнтерекенсемпе воспитани паракансене тав тăвас, хисеплеме вĕрентес, тантăшсемпе тата педагогсемпе ырă хутшăнусем тума хăнăхтарас  тĕллевпе юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Порфирьева Ф.Ю. Курнавăшри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вăтам шкулта кӗçĕн  класра вӗренекенсемпе «Учитель кунĕ. Воспитани енĕпе ĕçлекен канашçăсем» класс сехечӗ ирттерчӗ.

Заняти Вероника Тушнова çырнă «Учитель пулман пулсан» сăвăпа пуçланчĕ. Ачасем сăвва тишкернĕ май, учитель кашни çыннăн пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине сÿтсе яврĕç. Ун хыççăн вĕренекенсем  «Буратино мыскарисем» фильмран илнĕ пĕр пĕчĕк сюжета пăхса учитель пулма çăмăл пулнипе пулманни çинчен хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç, учитель пулма çынна мĕнле –мĕнле пахалăх кирли çинчен калаçрĕç,  учитель профессийĕ мĕн иккенне тарăн пĕлме пулăшакан  «Вĕрентекен – вĕренекен» ятлă вăййа вылярĕç. Тепĕр вăйăра «Учитель мĕнле предмет вĕрентнине пĕл»  вĕренекенсем  куç умне тухнă ÿкерчĕксем тăрăх учитель хăш предмета вĕрентнине чухласа илме пултарчĕç.  Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен канашçин функционалĕнче каланă тивĕçĕпе паллашрĕç, ун çинчен видео курчĕç.

«Учительсене: «Пысăк тав сире, учитель! – тейĕр»  ролика пăхса ачасем ыйтусем çине хуравларĕç, хăйсен  шухăшĕсене уççăн пĕлтерчĕç.

Хăйсем вĕрентнĕ ачасене учительсем нумай-нумай çул иртсен те асра тытаççĕ, мĕншĕн тесен шкулта ху чунна панă çынна нихçан та манма çук. Пур учитель те хăй вĕрентнĕ ача çитĕнсе çитсен телейлĕ çын пултăр, ĕçĕ ăнса пытăр тесе ĕмĕтленет, çакă чăнах пурнăçланни – учитель профессийĕн чи пысăк награди.

Сирĕн пурнăçăрта  нумай-нумай расна учитель пулĕ, вĕсенчен кашниех сире малашне çын пулма мĕнле те пулин усă парĕ, çавăнпа та учительсене асра тытмалла, тав тумалла.