«Тылри паттăрлăх» класс сехечě иртрě

«Тылри паттăрлăх»  класс сехечě иртрě



Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Сăрпа Хусан чиккине тăвакансен Астăвăм кунне паллă тăваççĕ. Çавна май Елчěк муниципаллă округěн Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулти 7-мěш класра «Тылри паттăрлăх» ятпа класс сехечě иртрě.

Мěнпе çыхăннă-ха çак паллă пулăм? 1941 çулхи кĕркунне фашист çарĕсем Мускав хули патне çывхарнă. Ҫаванпа та чылай регионта тӑшмана чарма хӳтӗлев чиккисем тума йышӑннӑ. Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫе 1941 ҫулхи октябрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа чӑваш халӑхĕ те кӳлĕннӗ. Сӑр хӗррипе Улатӑр тӑрӑхӗнчен пуҫласа Етӗрнене ҫитиччен тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен Тăвай таранах хӳтӗлев чиккисем чавма пуҫланӑ. Чăваш Енре асăннă чикĕсен тăршшĕ 380 çухрăм пулнă, пурĕ 5 миллион кубла метр тăпра кăларнă, хĕç пăшалпа пемелли вырăнсем, окопсем,çĕрпӳртсем нумай тунă, канавсем чавнă. Çак ĕçсене пурнăçлама  пурĕ 171450 рабочи мобилизациленĕ. Кунсерен вăтамран 85 пин çын ĕçленĕ, хушăран ку кăтарту 110 пине те çитнĕ. Йĕрке тăрăх 17 çултан аслăрах, çирĕп сывлăхлă çынсене явăçтарма сĕннĕ. 3 уйӑх ытла шартлама сивве чӑтса  танксем каçмалла мар варсем чавнӑ çĕрте  15-16 çулхи ачасем те, хĕрарăмсем те асапланнă.

Çиччĕмĕшсем «Кунта тăшман ури пусмĕ» фильм та пăхрĕç, Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккинче ĕçлекенсен паттăрлăхне курса хăйсен шухăшěсене палăртрěç. Чӑваш Енри Куславкка муниципаллă округěнче ҫӗкленнě «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» асăну комплексě Тăван çӗршывӑн Аслă вăрҫи ҫулěсенче Совет Союзӗнче пурăнакансен ěҫ паттӑрлӑхне халалланӑ Раҫҫейри пӗрремӗш мемориал çинчен те аса илчěç.

Сăр тăрăхĕпе иртекен хӳтĕлев чиккин историне, тăван халăхăмăрăн паттăрлăхне яланах асра тытасчě.