Каникул кунěсем кашни ачашăн усăллă иртеççě. Пěрисем проектсене хутшăнаççě, теприсем экзаменсемпе олимпиадăсене хатěрленеççě.
Ачасене аслисене хисеплеме,
вěсемпе кăмăллă пулма, çывăх çынсене яланах пулăшса пыма вěрентес тěллевпе
Елчěк муниципаллă округěн Курнавăш вăтам шкулěнчи «Кулă» лагерь ачисемпе «Йăх
несěлсене пěлетěр-и?» калаçу сехечě иртрě.
Çемьере килěшӳ пулсан,
пěр-пěрне хисеплесе пурăнсан пурнăç тата та ырă, тулăх пулать. Çемье
çирěп пулсан çěршыв та çирěп. Çавăнпа та вěренекенсем чи çывăх çыннисене
хисеплесе йăх-несěл йывăççи тума кăмăл турěç.
«Эпě хамăн çемьене, тăвансене
юрататăп, чунтан хисеплетěп. Эпир пурте килěштерсе пурăнатпăр, пěр-пěрне яланах
пулăшса пыратпăр. Куккасемпе, инкесемпе, аппасемпе, тетесемпе, йыснасемпе
савăнатăп, вěсен пултарулăхне курса мухтанатăп. Вěсенчен ыррине вěренсе
пыратăп», - пěлтерчě хăйěн шухăшне 5-мěш класра вěренекен Н.Светопольский.