«Кăвар чěреллě поэт» литература сехечě иртрě

«Кăвар чěреллě поэт» литература сехечě иртрě

        

         Паян, чӳк уйăхӗн 16-мӗшӗнче, кăвар чӗреллӗ  мухтавлă поэтăмăр, талантлă та пултаруллă çыннăмăр  Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 124 çул çитрӗ.  Чылай çул  иртнĕ пулсан та Çеçпĕл Мишши  халăх чĕринчех. Чи хăватли,  чи асамли  унăн – чун-чĕререн шăранса тухнă хайлавĕсем: 40 ытла сăвă, 6 прозăлла хайлав, «Упик» драма, Анастасия Червякова патне çырнă 98 çыру, тус-юлташĕсем патне янă çырусем. 23 çул çеç  пурăннă пулин те,  çакăн чухлĕ ĕç тума ĕлкĕрнĕ вăл, таланчĕ те нумай енлĕ пулнă унăн: вулавçă, çыруçă, ал ăсти, художник, поэт, педагог, пропагандист, агитатор, патшалăх ĕçченĕ, ăста юрист. Паллах, шухăшлатăн та - тĕлĕнетĕн.

         Çеçпӗле халалласа  Елчӗк муниципаллă округěн   Курнавăшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам  шкулта вěренекенсем «Кăвар чěреллě поэт» литература сехетне хутшăнчěç. Чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Кузнецова Н.М. паллă поэтăмăрăн кун-çулěпе, кěнекисемпе паллаштарчě. Вӗренекенсем  поэт сăввисене  пысăк хавхаланупа вуларӗç, «Тěрěслěх çутаттăр Çеçпěлěн ятне» документлă фильм пăхрӗç, шкул библиотекинче  йӗркеленӗ  «Çеçпӗл Мишши – чăваш поэзийӗн классикӗ»  кӗнекесен выставкипе паллашрӗç. 

            Унăн ячĕ чăваш литературинче, музыкинче, культуринче, чăваш халăх кун-çулĕнче пысăк сас паллисемпе çырăнса юлнă, манăçми сăввисене утмăла яхăн чěлхене куçарнă. Çеçпĕл ялĕ, Çеçпĕл музейĕ, «Сеспель» кинотеатр, «Çеçпĕл» кинофильм, Çеçпĕл ячĕллĕ преми, Çеçпĕл фончĕ, Çеçпĕл сăввисем – çаксем пурте юратнă поэтăмăр Çеçпĕл Мишши яланлăхах пирĕн чĕрере пулнине кăтартса параççӗ.

       «Çеçпĕл Мишши пек пултаруллă çынсем çинчен  пирĕн пĕлмеллех, вĕсенчен тĕслĕх илмеллех.  Мана Çеçпĕл Мишшин чун хастарлăхĕ, ĕçченлĕхĕ, чăтăмлăхĕ, çирĕп кăмăлĕ, чун тасалăхĕ, таса юратăвĕ, тĕрлĕ енлĕ таланчĕ, витĕмлĕ сăмахĕ килĕшет», - тесе пӗлтерчӗ 7-мӗш класра вěренекен  Фомина Э.

             Çеçпĕл, Çеçпĕл, санăн ыр яту

             Ĕмĕрех упранĕ чунсенче.

             Căввусенчи çивĕч сăмаху

             Юлĕ манăн халăх асĕнче.