Шкул ачисен «Хавал» ăслăлăхпа практика пĕрремĕш конференцийĕ

Шкул ачисен «Хавал» ăслăлăхпа практика пĕрремĕш конференцийĕ

Шкул ачисен хастарлăхне ӳстерес, тишкерӳ ĕçне аталантарса пырас, ачасене ăслăлăха кĕме çул уçса парас тĕллевпе «Хавал» ушкăн Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕпе тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе пĕрле шкул ачисен «Хавал» ăслăлăхпа практика конференцине ирттерет.

Конференцие 5–11 класра вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ.

Конференци 2023 çулхи раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче иртет (Шупашкар хули, Карл Маркс урамĕ, 38 çурт).

Мероприяти 10:00 сехетре пуçланать.

Конференци 4 секципе ĕçлет:

  • Обществăпа гуманитари ăслăлăхĕсен секцийĕ
  • Çут çанталăк тата техника ăслăлăхĕсен секцийĕ
  • Тăван тавралăх секцийĕ
  • Пултарулăх секцийĕ.

Конкурса хутшăнакансен чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕччен https://forms.gle/UVy1caDtAJEmHCod9 ссылкăпа кĕрсе регистрациленмелле, ĕçсене al.blinov@gmail.com эл. почтăна ярса памалла.

Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем:

Александр Васильевич Блинов, +7-902-328-50-51, al.blinov@gmail.com ;

Александр Марсович Степанов, +7-905-347-64-27;

Павел Владимирович Нягин, +7-953-015-81-89, herox14@mail.ru .

Прикрепленные файлы

Положение Хавал
Скачать
(pdf,   316,56 Kb)