Сирте – вăй, эсир - хăюллă!

Сирте – вăй,  эсир - хăюллă!

          

          Чăвашсем пурнăçра яланах, кирек мěнле самантра та, паттăрлăх кăтартаççě, мěншěн тесен вěсем хăюллă та харсăр, маттур та пултаруллă, яланах  пěр-пěрне пулăшса пыраççě. Хӳтӗлевçěсемпе  пӗтӗм Раççей  халăхě   мухтаннине, вěсемпе  пӗрле пулнине  палăртни  питӗ пěлтерěшлě. Хальхи вăхăтра çамрăксем ятарлă çар операцие хутшăнаççě, шкул ачисемшěн тěслěх пулса тăраççě.

  Паян  паттăрсене хавхалантарас тěллевпе Елчĕк муниципаллă округĕн Курнавăш вăтам шкулěнче вěренекенсем "Салтак çырӑвӗ" акцие хутшӑнма кăмăл турěç, чылай çырăва чăвашла çырчěç, чăваш тěррипе илемлетрěç.

 Ачасем ҫырусенче хӑйсем ҫинчен,  ӗмӗчӗсем ҫинчен, шкул пурнӑҫӗ ҫинчен çырчěç, паян хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр пирӗн ҫӗршывӑн мирлӗ пуласлӑхěшěн тăрăшакансене тав  сӑмахӗсем каларěç.

  Салтакшăн  ҫыру вуласа  ырӑ хыпар илтме пултарни  ҫав тери кӑмӑллӑ. Унта ырӑ та ӑшӑ сӑмахсем пулсан, вӗсем тата та  пӗлтерӗшлӗ.

  Вěренекенсем  паттăрсене кěтнине, вěсем мěнпур йывăрлăхсене çěнтерсе часах  киле таврăнасса шаннине палăртрěç.