Ěçе - чăваш тěрриллě тумпа

Ěçе - чăваш тěрриллě тумпа


2023 ҫулхи ноябрӗн 24-мӗшӗнче  Чӑваш Республики ҫулленхи уява - чӑваш тӗррин Кунне 4-мӗш хут паллӑ тӑвать.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуçарнипе Чӑваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ӗҫӗсен Министерстви  "Ěçе - чăваш тěрриллě тумпа" акци  йěркелерě.

Елчěк муниципаллă  округěн Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта ěçлекенсем  те  паян ěçе  чӑваш эрешěпе капăрлатнă çи-пуçпа килме кăмăл турěç. Арҫынсем, сӑмахран, ӗҫлӗ стиль ҫумне чӑваш символикиллӗ  галстуксем хушрӗҫ. Хěрарăмсене вара  эрешсем илем  кӳчěç.

Паянхи кун яланхи пек мар, уяв чухнехи пек пуҫланчӗ. Ӗҫтешсене илемлӗ те  хаваслă курма кӑмӑллӑ пулчě.